И.Я.Яковлевǎн кун-çулĕ

И.Я.Яковлевǎн      кун-çулĕ

      И.Я.Яковлевǎн      кун-çулĕ

    Улхаш шкулĕнче Чăваш чěлхи кунне халалланǎ эрне пуçланǎ  майпа урок-презентаци иртрĕ.

 Урок тĕллевĕ - ачасене И.Я.Яковлевǎн, çутта кǎлараканǎн, пурнǎçĕпе тата пултарулǎхĕпе тарǎнрах паллаштарасси, тǎван литературǎпа тата тǎван ен культурипе кǎсǎклантарса ярасси; вĕренекенсен И.Я.Яковлев тата чǎваш литературипе чĕлхине аталантаракансем çинчен тĕплĕнрех пĕлес туртǎмне ÿстересси, тавракурǎмне аталантарасси;

 И.Я.Яковлев 1848-мĕш çулхи ака уйǎхĕн 25-мĕшĕнче Тутар Республикин Теччĕ районĕнчи Кǎнна Кушки ялĕнче çуралнǎ. Пĕчĕклех тǎлǎха тǎрса юлнǎ. Пахомовсен усрав ачи  пулса ÿснĕ. Сакǎр çула çитнĕ-çитменех лашапа ака-суха тунǎ, çурлапа тырǎ вырнǎ, çǎпата та хуçнǎ. Хресчен ĕçĕ мĕн тери йывǎр, çав вǎхǎтрах пархатарлǎ пулнине чĕрипе туйса çитĕннĕ. Вĕреннĕ çын кǎна пурнǎçа çǎмǎллатасса лайǎх ǎнланнǎ вǎл. Чĕмпĕрти гимназире, Хусанти университетра ǎс пухать. Ырми-канми вǎй хунипе 1868 çулта Чǎваш шкулĕ уçǎлать.  Çак шкултан ĕнтĕ чǎвашсен пулас вĕрентекенĕсем, çыравçисем, культурǎпа искусство çыннисем ÿссе çитĕнеççĕ. Тǎван сǎмах сумĕ чи çÿллĕ шая хǎпарса çитет, чǎваш алфавичĕ йĕркеленет, халǎха вĕрентес ĕç анлǎн тапранса каять, илемлĕ литература чĕлхи никĕсленет, чǎваш юрри-кĕвви çунат сарать.

Чǎннипех те Улǎп çын пулнǎ И.Я.Яковлев! Ун ĕçне хакласа пĕтереймĕн, пĕр сǎмахпа пысǎк чунлǎ çын кǎна çакǎн пек пулма пултарать. 50 çул хушши тǎван халǎх чечекленĕвĕшĕн, пуласлǎхĕшĕн вǎй хунǎ вǎл. Вĕрентÿ ĕçĕпе пĕрлех илемлĕ литература ани çинче те çанǎ тавǎрсах ĕçленĕ. И.Я.Яковлев уйрǎмах ача-пǎча хайлавĕсем çырнипе паллǎ: «Кулачǎ», «Лаша шырани», «Çил-тǎвǎл» т.ыт.те. Библи сыпǎкĕсене те чǎвашла куçарнǎ. Аслǎ Вĕрентекен пил панипе чǎваш ялĕсенче шкулсем уçǎлнǎ.

                                                                                 Чǎваш чĕлхи учитĕлĕ  Филиппова Е. П.