Чăвашсен Аслă патриархĕ Иван Яковлевич Яковлев

Чăвашсен Аслă патриархĕ   Иван Яковлевич Яковлев

Чăвашсен Аслă патриархĕ   Иван Яковлевич Яковлев

Улхашри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулĕнче «Чăвашсен Аслă патриархĕ Иван Яковлевич Яковлев» урок тулашĕнчи мероприяти иртрĕ.

Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, педагогĕ, чăваш çырулăхĕпе литературине пуçарса яраканĕ. Аслă вĕрентекенĕмĕр йĕркеленĕ Чĕмпĕр чăваш шкулĕ чăвашсемшĕн хăйне евĕрлĕ культура центрĕ, академийĕ пулса тăнă. Иван Яковлевич ачасене ăс-хакăлпа пĕлÿ парас тĕлĕшпе вырăс шкулĕсемпе пĕр виçене çитерме тăрăшнă. Халăх культурине хăпартас ĕçре тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă.

Иван Яковлевич хăйĕн хайлавĕсенче халăх йăли-йĕрки çинчен, пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырса кăтартнă. Вĕрентекенĕмĕр «Чăваш халăхне панă халал» — пил сăмахĕ  — çырса хăварнă. Ачасемшĕн çак произведенисен шухăшĕ вĕрентÿллĕ, пурнăçри  йывăрлăхсене çĕнтерме, тăван халăха, чĕлхене, çемьене, тус-юлташа юратма тата хисеплеме вĕрентеççĕ.

                                                                                 Чǎваш чĕлхи учитĕлĕ  Филиппова Е. П.

Прикрепленные файлы

jpg
20220421_132717.jpg 240,68 Kb 24.04.2022
jpg
20220421_132653-1.jpg 180,86 Kb 24.04.2022
jpg
20220421_132651.jpg 148,89 Kb 24.04.2022
jpg
20220421_132508.jpg 89,24 Kb 24.04.2022
jpg
20220421_132434.jpg 405,05 Kb 24.04.2022