И.Я.Яковлевăн юмахĕсене вулатпăр

И.Я.Яковлевăн юмахĕсене вулатпăр

И.Я.Яковлевăн юмахĕсене вулатпăр

Хĕрлĕ Октябрьĕн ялăн  библиотекинче  вулав вăхăчĕ „И.Я.Яковлевăн юмахĕсене вулатпăр“ иртрĕ. Библиотекарь О.В.Романова  ачасене кĕскен И.Я.Яковлев кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, вăл чăваш халăхĕшĕн чăн-чăн улăп пулнине ăнлантарса пачĕ. Библиотекăра кĕнеке выставки ĕçлерĕ. Кунта юлашки вăхăтра чăвашла е вырăсла пичетленсе тухнă И. Я.Яковлев тата ытти чăвашри  паллă çынсем  çинчен    çĕнĕ кĕнекесемпе ачасем паллашма пултарчĕç. Библиотекарь ачасене библиотека ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Вĕренекенсем И. Я. Яковлев калавĕсемпе паллашрĕç,сасăпа вуларĕç. Калавсем кĕске, анчах та вĕсем пурте ăса вĕрентеççĕ.Юлашкинчен ачасем хушшинче «Чăваш халăхне  çутта кăлараканĕ»    ятлă викторина вăйă иртĕ. Ку вăйăн тĕллевĕсем —чăваш патриархĕн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси, ачасен ăславлă шухăшлавне, чĕлхе туйăмне аталантарасси, тимлĕ пулма вĕрентесси. Ачасем иртекен мероприятисенче активлă хутшăнчĕç. Хăйсем Иван Яковлевич Яковлев çинчен мĕн пĕлнине каласа пама тăрăшрĕç.

                                                              Чǎваш чĕлхине вĕрентекенĕ  Филиппова Е. П.

Прикрепленные файлы

jpg
20220422_140114.jpg 305,77 Kb 24.04.2022
jpg
20220422_133752.jpg 487,11 Kb 24.04.2022
jpg
20220422_133450-2.jpg 554,99 Kb 24.04.2022
jpg
20220422_132835.jpg 347,15 Kb 24.04.2022