Пĕтĕм чăваш диктанчĕ

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, аслă çутта кăлараканăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун, эпир Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Çак кун вуннăмĕш хут «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» вĕренÿ акцийĕ иртет. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Кăçалхи акцие Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă.

Диктант текстне паллă çыравçă, журналист, ăсчах, педагог Константин Петров çырнисем тăрăх йĕркеленĕ. Текст чăваш чĕлхине тĕнче уçлăхне çити çĕклесе чăваш халăхĕ пирки пĕтĕм тĕнчене пĕлтернĕ Улăпăмăр, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ Шуршăл ачиАндриян Николаев космонавт летчик çинчен.

Улхашри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулĕнче те вĕренÿ акцине хавас хутшăнчĕç.

                                        

                                                                                                    Чǎваш чĕлхи учитĕлĕ  Филиппова Е. П.